Викторина Победы

Викторина Победы

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ишек шкулӗн 5-10-мӗш класӗсенче "Ҫӗнтерӳ викторини" ("Викторина Победы") иртрĕ. Вĕренекенсем 30 ыйтăва хуравларӗҫ.

✅ Чи пысăк балл пухакансем: Мирошкина В., Григорьев А., Ильина В., Яковлева П., Еремеева А., Смелова К. Вӗсене истори вӗрентекен Леонтьева А.А. саламларӗ, Тӑван ҫӗр- шыва сыхлакансен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен яланах асра тытмалли ҫинчен астутарчӗ. Ачасем ыйтусем кӑсӑклӑ пулнине палӑртрӗҫ. Тепĕр ҫул валли тата та тĕплĕнрех хатĕрленме шантарчӗҫ.